Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче — каллех улшӑнусем. Аслӑ шкула вӑхӑтлӑх урӑх ҫын ертсе пыни пирки сайтра хыпар паян ирех тухнӑ.
Ректор тивӗҫне вӑхӑтлӑха 31 ҫулти Илья Царевский пурнӑҫлӗ. Вӑл 2013 ҫултанпа воспитани парас тата социаллӑ ӗҫ енӗпе проректор пулнӑ.
Илья Царевский хӑй те ял хуҫалӑх акдемийӗнчен 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Вӑл ветеринари факультетӗнче ӑс пухнӑ.
Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗн тивӗҫӗсене 69 ҫулти Александр Акимов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ун чухне вӑл ку должноҫре ҫӗнӗ ректора суйличчен пулнине каланӑччӗ.
«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн вырӑнне кам йышӑнасси паллӑ. Паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Директор-тӗп редактор пуканне Михаил Арланов йышӑннӑ. Вӑл медиахолдингра 15 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ.
Конкурса 4 кандидат хутшӑннӑ: «Гидросфера» тулли мар яваплӑ общество директорӗн ҫумӗ Вячеслав Егоров, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алексей Леонтьев, «Асамат & Шевле» тата ытти ача-пӑча журналӗсене кӑларакан Владислав Николаев тата Валери Туркай кайнӑ хыҫҫӑн тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Михаил Арланов. Вӗсене 13 ҫынран тӑракан комисси хакланӑ.
Михаил Арланов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн-директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Издательство ҫурчӗн ертӳҫин вакансийӗ пушансан Михаил Михайлович директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене паянхи кунччен пурнӑҫласа пынӑ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Юпа уйӑхӗнченпе Чӑваш Енре Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ку министерство тилхепине республикӑн Ӗҫлӗх службине 2010 ҫулхи раштавран пуҫласа 2015 ҫулхи нарӑсчен (кайран ӑна Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне лартнӑччӗ) ертсе пынӑ Сергей Димитриева шанса пачӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ку министерствӑра вакансиллӗ вырӑнсене ҫынсене ӗҫе илесси малалла пырать темелле. Унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова асӑннӑ министерствӑра министр ҫумне лартни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министрӑн тата тепӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Елена Сапаркинӑна лартнӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ.
Пуҫлӑхах ҫирӗплетмен те, анчах тивӗҫе кама шанса парассине палӑртнӑ.
Тутартсанри Чӑвашсен наципе культура автономийӗн ларӑвӗ Тутарстанри Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ.
Унта Тутарстан президенчӗн шалти политика енӗпе ӗҫлекен управленийӗн наци политикине аталантаракан управленин пуҫлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри Халӑхсен ассамблейин канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, ассамблейӑн ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев (Тутарстанри чӑвашсен автономине чылай ҫул вӑл ертсе пынӑ) 2015 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсем пирки доклад тунӑ.
Ассоциаци ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Евгений Морозова шаннӑ. Ҫитес ҫулхи чӳк уйӑхӗнче отчетпа суйлав конференцийӗ иртмелле. Унчен Е. Морозов ку ӗҫре «тивӗҫе пурнӑҫлакан» евӗр тимлӗ.
Евгений Морозов Анатри Кама хулинчи 16-мӗш шкулта физика вӗрентет.
Шупашкарта ӗҫсӗррисен йышӗ ӳснине палӑртаҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — вӗсен йышӗнче аслӑ пӗлӳллисем нумай.
Ӗҫсӗррисен йышӗнче ытларах — хӗрарӑмсем. Официаллӑ ҫӑлкуҫсене ӗненес тӗк, тӗп хулара 2250 ҫын ӗҫсӗр шутланать. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ — аслӑ пӗлӳ дипломӗ илнисем.
Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, гуманитари енӗпе пӗлӳ илнисене ӗҫе вырнаҫма йывӑртарах. Анчах ҫав вӑхӑтрах рабочи вакансийӗсем пушӑ.
Ҫак кун тӗлне ӗҫ паракан 580 ҫын 5000 ытла ваканси пирки пӗлтернӗ. Рабочи профессиллисене ӗҫ рынокӗнче 5 вариант сӗнеҫҫӗ-мӗн.
Ҫак кунсенче ЧР строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Алӑ пуснӑ документпа килӗшӳллӗн, ку должноҫа 40 ҫулти Сергей Безруков йышӑннӑ. Вӑл унччен те министр ҫумӗ пулнӑ-ха. Халӗ вара — пӗрремӗш. Сӑмах май, ведомство ертӳҫин виҫӗ ҫум.
Иртнӗ эрнере ЧР строительство министрӗн тепӗр ҫумне те палӑртнӑ. Ӑна 29 ҫулти Максим Иванов йышӑннӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Шупашкарти управляющи компанийӗсенче ертӳҫӗ должноҫне йышӑннӑ.
Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче ведомствӑра министр ҫумне 46-ри Александр Герасимов должноҫран хӑтарнӑ.
Ӗнертенпе Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне Надежда Осиповӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Надежда Осипована ӗҫрен хӑтариччен Татьяна Богдановӑна ӗҫрен хӑтарасси пирки хушу кӑларнӑ. Анчах ӑна каярах ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумне лартнӑ.
Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнчен республикӑн правительствинче хӑш-пӗр улшӑну пулса иртрӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви вырӑнне Сывлӑх сыхлав министерстви туса хучӗҫ. Ҫӗнӗ министерствӑра Алла Самойловӑна Светлана Ананьева ятлӑ ҫын ҫум пуканӗнче пулӑшса пырӗ. Ҫапла вара Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн Алла Самойлован виҫӗ ҫум тӑрса юлнӑ.
Маларах асӑннӑ Надежда Осипова пирки томографсене хаклӑпа туяннӑ тесе пӗр вӑхӑтра шӑв-шав ҫӗкленнӗччӗ, анчах вӑхӑт унтанпа нумай иртнӗ тесе ӗҫе кайран чарса лартнӑччӗ.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗсем «Шупашкарти 1-мӗш типографи» тулли мар яваплӑ общество ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ. Ку тӗлпулӑва организацие панкрут тесе йышӑннӑран йӗркеленӗ.
ЧР Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 60 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене республикӑри ӗҫ рынокӗнче кирлӗ профессисем пирки каласа кӑтартнӑ, буклетсемпе брошюрӑсем валеҫсе панӑ.
Шупашкарти 1-мӗш типографие ЧР Арбитраж сучӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тунӑ йышӑнупа килӗшӳллӗн панкрут тенӗ. Ҫавна май унти ӗҫченсене кӑҫал раштав уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче асӑннӑ организаци ӗҫпе тивӗҫтерекен япӑх хуҫасен йышне кӗнӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вара унӑн директорне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ара, организацие тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унти 138 ӗҫчене 1,5 миллион тенкӗ шалу тӳлеменни ҫиеле тухнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗн халӗ — ҫӗнӗ ҫум. Ӑна ӗнер кӑна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин раштавӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Малашне ку тивӗҫе Владимир Кузюков пурнӑҫлӗ. Владимир Николаев унччен Госохотрыбслужбӑра ертӳҫӗре ӗҫленӗ.
Министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗ 54 ҫулта. 2005–2010 ҫулсенче Владимир Кузюков Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн вара вӑл Госохотрыбслужбӑна куҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова ку должноҫрен хӑтарни пирки маларах эпир пӗлтерсе ӗлкӗртӗмӗр-ха. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ Хушура ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарманччӗ. Анчах ӗнерех республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче, «Законодательство» ярӑмра, тепӗр Хушу пичетленчӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫав ӗҫлӗ хутра Сергей Викторова ЧР ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумне лартасси пирки каланӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |